Чӑваш Ен шкул автобусӗсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене пула Раҫҫей телеканалӗсен эфирне темиҫе хут та лекни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Юлашки икӗ уйӑхра кӑна виҫӗ авари пулчӗ. Хальхинче шкул автобусӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах Канаш районӗнче сиксе тухнӑ. Маяк ялӗ тӗлӗнче паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, шкул автобусӗ КАМАЗпа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вӑхӑтӗнче транспортра 4 ача, 1 учитель тата, паллӑ ӗнтӗ, 1 водитель пулнӑ. Шкул ачисен сывлӑхне тӗрӗслеме Канашри территорисен хушшинчи центра илсе ҫитернӗ, Канашри психиатри пульницин тухтӑрӗсене ҫав вӗрекенсене психологи пулӑшӑвӗ пама илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ачасенчен пӗри те аманман. Ку лару-тӑрӑва Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче шкул автобусӗ маршруткӑпа ҫапӑннӑччӗ. Ҫул паман ГАЗель хуҫине уншӑн 500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Ун хыҫҫӑн тепӗр авари Улатӑр районӗнче пулнӑ. Ун чухне шкул автобусӗнче пулнӑ 16 ҫулти хӗрӗн сӑмси хуҫӑлнӑ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӗп хулари Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче виҫҫӗмӗш пӑтӑрмаха шута илнӗ.
Паян республикӑри тата тепӗр вырӑнта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялӗнче, фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӗнер модульлӗ ФАП Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче пурӑнакансем валли ӗҫлесе кайнӑччӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов, вырӑнти пуҫлӑхсем хутшӑннӑ.
Юлашки ҫулсенче ялсенчи кашни тӑваттӑмӗш ФАПа ҫӗнӗрен туса лартнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитиччен тухтӑр ҫурчӗсем ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче, Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Аксарин ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче, Шупашкар районӗнчи Карачурара уҫӑлмалла. Ҫӗрпӳ районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартмалла. Вӗсене те хӑвӑрт тӑвакан мелпе хӑпартса лартӗҫ.
Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче Чӑваш Енри паллӑ художник, Анатолий Миттов, ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа художниксем, культура ӗҫченӗсем раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче художникӑн тӑван ялне пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер, Анатолий Миттов 1932 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1971 ҫулта вилнӗ. Малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче сулмаклӑ йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов.
Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 11 сехетре, унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулать. 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ Ҫӗрпӳ районӗнчен) каланӑ тӑрӑх, уявӑн йӗркелӳ комитетӗнче — 15-е яхӑн ҫын. Вӗсем ытти чухне те ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ, шкулсене ҫитсе чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ачасене чӑваш халӑх юмахӗпе лартнӑ пукане спектаклӗпе паллаштарнӑ. «Кевер» ташӑ ансамблӗ, «Парне» вокал ансамблӗ, «Тӑрна» вокалпа инструментсен ансамблӗнчи Наталья Васильева та уява ҫитме шантарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 17-18-мӗшӗнче Чӑваш Енре Раҫҫей Паттӑрӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑрту иртнӗ. Унта 160 регионти 130 ытла спортсмен ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче паллӑ спортсменсем те пулнӑ.
Пирӗн ентеш, Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Гаврилов Шупашкара раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче РФ Президенчӗпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн килнӗ. Вӑл Раҫҫей Геройӗсен йышӑнӑвӗнче пулнӑ. Спортсменсем Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ирӗклӗ кӗрешӳре хӗрӳ тупӑшнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пуҫарнипе 2017 ҫулта Шупашкарта хула кунӗнче «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ авиашоу ирттернӗ.
Таврапӗлӳ музейӗсем республикӑри чылай ял-хулара пур. Унашкалли Канашра та вырӑн тупнӑ. Чукун ҫул урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ҫак музей чӑваш хастарӗсене самай тӗлӗнтернӗ.
«Музей алкумӗ, картлашкисем хӑрушла арканса пӗтнӗ», — нумай пулмасть пӗлтернӗ вӗсем «Контактра» халӑх тетелӗнче. Чи тӗлӗнтернӗ япала вара — музея йыхравлакан кӳлепе. «Ice Age» (чӑв. «Пӑрлӑ тапхӑр», эсир ӑна вырӑсла «Ледниковый период» ятпа пӗлетӗр) мультфильмсен ярӑмӗнчи Сид кӳлепене хастарсем ҫапларах хак панӑ: «селӗп, пакӑлти, асар-писер, пурне те йӑлӑхтарнӑ ӳркенчӗк ленивец Сид». Халӑха шӑп ҫавнашкал сӑнар хапӑллани, музея йыхравлани чӑваш хастарӗсене килӗшмен те.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш халӑх ҫыравҫин Николай Терентьевӑн ячӗпе асӑну хӑми уҫӗҫ. Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑм раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртӗ.
Плитана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Шӑпах унта чӑваш халӑх ҫыравҫи 1971—2011-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ.
Николай Терентьев 1925 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Пулас актер, драматург, куҫаруҫӑ А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИС ҫумӗнчи чӑваш студийӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литература курсӗнче вӗреннӗ.
Николай Терентьев ҫыравҫӑ чӑваш драматургийӗпе сцена ӳнерӗ валли сахал мар пьеса ҫырнӑ. Вӗсен шучӗ 50 пин ытла. Унӑн нумай актлӑ пьесисене республика театрӗсенче ҫеҫ мар, унӑн «Сибирская дивизия» (Сансӑр пурнӑҫ ҫук, 1971) пьесине ҫӗршыври 10 ытла театр сцени ҫинче лартнӑ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Канаш район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ драматургӑн 13-шӗ пьесине лартнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ, «Ҫулталӑкри ҫемьене» чысланӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑкри ҫемье» ята Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. 22 ҫул пӗрле пурӑнакан Татьянӑпа Александр хӑйсен виҫӗ ачине тата 6 тӑлӑха ӳстереҫҫӗ.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Устиновсем ҫӗнтернӗ. «Спортпа туслӑ ҫемье» - Канаш районӗнчи Павловсем. «Туслӑ ҫемье» номинацире Етӗрне районӗнчи Тимонинсем мала тухнӑ. «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Анисимовсем ҫӗнтернӗ. «Ӗҫчен ҫемье» - Улатӑр районӗнчи Ершовсем.
Аса илтерер: ахӑртнех, ҫитес ҫул Чаваш Енре Иван Яковлев ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫуттакӑларуҫӑ ҫуралнӑранпа ун чухне 170 ҫул ҫитӗ.
Ӗнер «Шупашкар Арена» пӑр керменте Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисемшӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. Раҫҫей кубокӗн шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланӑ. Уҫӑ мелпе йӗркеленӗскере Эстонирен, Казахстанран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Монголинчен, Испанирен тата хамӑр ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ 147 спортсмен, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — хамӑр республикӑран, хутшӑннӑ. Вӗсем 8 ушкӑнра кӗрешнӗ.
Элтепер ҫак кунсенче ҫеҫ Шупашкарта Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен тӗнче кубокӗ пысӑк шайра иртнине аса илтернӗ.
58 килограмчченхи виҫере ӑмӑртса бронза медале Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри физкультура факульетчӗн студентки, Ҫӗрпӳ район хӗрӗ Анастасия Яковлева тивӗҫнӗ. Канаш районӗнче ҫуралнӑ Надежда Федорова 48 килограмлӑ виҫере кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралнӑ, халӗ Брянск тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алина Морева та виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Владислав Софронов ӗнертенпе отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл заявлени ҫырнине «Правда» ПФО интернет-хаҫат чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пӗлнине ҫырнӑччӗ-ха. Тӳре-шаран ыйтӑвне хулари Депутатсен пухӑвӗн чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче пӑхса тухассине те унта систернӗччӗ. Хыпар вӗсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем калани тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑччӗ.
Чӑн та, Владислав Софронов ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Унӑн ыйтӑвне депутатсем ӗнер нумай калаҫса тӑмасӑр тивӗҫтернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ӑна ырӑ йӑлана пӑхӑнса (ҫын кайнӑ чух лайӑххине сунаҫҫӗ-ҫке) ӑшӑ сӑмахсем калани паллӑ.
Владислав Софронов малтан Канаш район админитсрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вӑл икӗ ҫул ытларах тытса пычӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |